Комсомольски район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Алексей Самаркина 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Аса илтерер: Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑччен ӗҫленӗ. Елчӗк районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе паян приговор вуланӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ӗҫченӗсене ӗҫ вӑхӑтӗнче хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫӗрулми пуҫтарма янӑ. Ҫав ҫӗре вара Самаркинӑн тӑванӗсем тара тытнӑ, ҫӗрулми лартса ӳстернӗ.
Алексей Самаркин тӗлӗшпе вуланӑ приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Владислав Николаева хӑшӗсем драматург евӗр те пӗлеҫҫӗ-ха. Маттур чӑваш тӗрлӗ жанрпа хайлавсем ҫырать.
Фейсбукра вӑл паян: «Сирӗн шухӑшӑра пӗлес килет, ҫавӑнпа ҫыратӑп та ку ҫырӑва», — тесе шӑрҫаланӑ май халиччен ҫырнисене пухса 2 кӗнеке кӑларас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне вӑл калавсен пуххи евӗр кун ҫути кӑтартасшӑн, иккӗмӗшне — кулӑш калавӗсемпе юптарусене.
«Ҫак кӗнекесем тухсан вӗсене туянакансем пулӗҫ-ши тетӗп, акӑ мӗн канӑҫсӑрлантарать мана», — Фейсбукри тусӗ-юлташӗпе, пӗлӗшӗ-паллаканӗпе канашлать Владислав Николаев. «Эсир, сӑмахран, вуланӑ пулӑттӑр-и?» — ыйтать вӑл. Шухӑша пӗлтерес кӑмӑллисем валли Владислав хӑйӗн электрон адресне те кӑтартнӑ Vlaq-Nikolayev-1974@yandex.ru.
Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
«Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси».
Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе шкул Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен йышне кӗнӗ.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрса ҫак шкулсем чи лайӑххисен йышне лекнӗ: Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 3-мӗш тата 44-мӗш лицейсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей тата 6-мӗш гимнази.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енри ялсенчи 11 шкул ТОП-300 списока кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ шкул, Муркашри шкул, Пӑрачкав шкулӗ, Трак шкулӗ, Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкул, Шӑмӑршӑ шкулӗ, Елчӗк шкулӗ, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ, Тӑвай шкулӗ.
Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ. Хаяррине хыпса лартнӑ ҫав этем чиркӳре хӑйне тытнӑ хӗрарӑм патне сӗмсӗррӗн кӗрсе тӑнӑ. Ҫапла, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 66-ри хӗрарӑм килне саккуна пӑсса пырса кӗнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна никам та кӗтсе тунсӑхламан.
Хӑнара хӑна пек тытас вырӑнне вӑл хреснамӑшӗ ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран хирӗҫ тӑнипе ҫеҫ ирӗксӗрӗн пуҫтахланма май килмен. Тахӑш самантра хӗрарӑм чееленме шут тытна: хресна ывӑлне кухньӑран шыв ӑсса килме ыйтнӑ. Меллӗ самантпа усӑ курса вӑл чӳречерен тухса кӳршисем патне тарнӑ.
Суд арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑхӑр ҫынна ҫӗнӗ машина уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем пурте – производствӑра йывӑр аманнисем.
Ҫӗнӗ машинӑсене Социаллӑ страхлав фончӗ парнеленӗ. Фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак парнене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенче, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакан ҫынсем тивӗҫнӗ.
Ҫак тӑхӑр ҫын тӗрлӗ ҫулта производствӑра аманнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ури суранланнӑ, ҫавна май кашни автомобиле ҫын мӗнле суранланнине шута илсе туса кӑларнӑ тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа суранланнӑ ҫынсене унпа усӑ курма меллӗ пулӗ.
Елчӗк районӗнче ретро-автомобиль службӑна тухӗ. Ӑна пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем хӑйсен вӑйӗпе юсанӑ.
Паян пушар чаҫӗсенче унашкал машинӑсем ҫук ӗнтӗ. Вӗсен вырӑнне хальхи йышши «тимӗр урхамахсем» ӗҫлеҫҫӗ. Елчӗкри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем республикӑри пӗр районта ретро-машина тупнӑ та ӑна юсаса ҫӗнетме шухӑшланӑ.
Юсамашкӑн вӑхӑт сахал мар кирлӗ пулнӑ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫӗнелнӗ ретро-машина пушар чаҫӗн гаражӗнчен тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кунашкал машинӑсемпе иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче усӑ курнӑ. Чӑтӑмлӑскерсем нумая пынӑ. Хӑш-пӗр машинӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче те колхозсенче, совхозсенче, пысӑках мар предприятисенче курма май пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ.
Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.
Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна вырӑнти прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пӑхса тухма суда ярса панӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хирти хӗрӳ ӗҫ малалла пырать. Ӗнер ӗҫе правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура тишкернӗ.
Тунти кун тӗлне республикӑра 84,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӑрҫа тата пӗрчӗллӗ культурӑна ҫулса пӑрахнӑ. Ҫакӑ планран 30 процент шутланать. Вӑтамран тухӑҫ пӗр гектартан 28,4 центнер тухать. Кунне вӑтамран республикӑра 7,1 пин гектар ҫинчен тырӑна тӗшӗлесе кӗртеҫҫӗ. Вырмара пурӗ 642 комбайн ӗҫлет.
Ҫӗр улмине пухса кӗртес ӗҫ те пуҫланнӑ. Республикӑри 8 муниципалитетра тытӑннӑ. Пахча-ҫимӗҫе республикӑра 5 районта пурӗ 34 га пуҫтарса илнӗ. 12 муниципалитетра пурӗ кӗрхи культурӑна 2,8 пин гектар акса хӑварнӑ.
«Палӑртма кӑмӑллӑ, Елчӗк районӗнче уй-хир ӗҫне ҫуррине пӗтернӗ те. Кӑтарту вӗсен чи лайӑххи — 52 процент. Вӗсем ир пуҫласа кунӗ-ҫӗрӗпе уйра, ыттисен ырӑ тӗслӗх илмелле», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтепрӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑра кая юлса пыраканнисем: улатӑрсем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.